Икě чěлхепе клаçакансене обществǎн пулǎшмалла-и? Пулǎшмалла пулсан – мěнле майпа?
Килтисемпе хутшǎнакан калаçу чěлхи обществăра анлǎ усǎ куракан чěлхерен урǎхларах пулсан – ача пурте калаçакан çак чěлхепе шкулта, тус-юлташěпе хутшǎнать, çавǎн пекех массăллă информаци хатĕрĕсем куллен витěм кӳнипе вǎл çемьере калаçакан чěлхепе сахалтарах усǎ курма тытǎнать. Çавăнпа та икě чĕлхелĕхпе усă куракан ача-пăчана вěрентсе ӳстернě чухне килти хутшǎну чěлхипе калаçакан ытти ачапа тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулусем йěркелени питех те усăллă. Кун пек тĕл пулусем çемьене хǎйсем «пěчěк йышлисен шутне кĕнишĕн» сахалтарах кулянтараççĕ. Тĕслĕхрен, эсир хăвăрǎн ачăр ытти ачасемпе çемье чĕлхипе калаçмасть (пуплемест) тесе шухăшлатăр пулсан, тепĕр çемьесенчи килти чĕлхепе калаçакан ачасемпе паллаштарса туслаштарма хǎтланса пǎхǎр. Кирлĕ пулсан, тĕрлĕ çемьесемпе чĕлхепе çыхăннă тĕл пулусем ирттермелле, çавăн пекех вĕсемпе литературăпа улшăнмалла. «Амăшĕ тата ачи» евĕрлě тĕрлĕрен клубсемпе ушкăнсем, ача садĕнчи тата шкулти клубсем, çавăн пекех пĕр чĕлхене упракан калаçу клубĕсем те анлǎ сарăлнă. Анчах та çакăн пек тĕл пулусене ачасем тěрлě вырǎнта, пěр- пěринчен аякра пурǎннине пула йěркелеме май çук. Çакăн евĕр тĕл пулусен икĕ тĕсне пăхса тухăпăр.
Пĕрремĕш тĕсĕ – пĕр вырăнта пурăнакан, пĕр чĕлхе ушкăнне кĕрекен, пěчěк йыш калаçакан чĕлхеллĕ ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи тěл пулусем. Тĕслĕхрен, «амăшĕ тата ачи» текен хăш-пĕр ушкăнра сахалрахăшě калаçакан чĕлхепе çеç калаçма юрать. Çакăн пек ушкăнсен тепĕр тĕсĕ – икĕ чĕлхелĕхпе усă куракан ашшĕ-амăшĕ тата вĕсен икĕ чĕлхелĕхпе усă куракан ачи-пăчи, тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçаканскерсем, тĕрлĕ проблемăсене сӳтсе явма, идейăсемпе (шухăшсемпе), хыпарсемпе тата тĕрлĕ литературăпа пĕр-пĕринпе улшăнма пухăннăскерсем, чи кирли вара – пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра тата çĕкленӳллĕ кăмăллă пулма пулăшни.
Икĕ чĕлхелĕхе обществăра пулǎшакан тĕслĕхĕсен шутне Аслă Британин çурçĕр-хĕвел тухăç енче ашшĕ-амăшĕпе йĕркеленĕ ушкăн «Waltham Forest Bilingual Group» кĕрет. Ку – ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрне пулăшу кӳмелли ирĕклĕ ушкăн, çакăнта хутшăнакансем тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ, ытларах чухне Европа тата Ази чĕлхисемпе. Палăртнă ушкăна хутшăнакансем икě тата виçě чĕлхепе калаçакан ачасене ăса вĕрентнĕ (воспитани панǎ) чухнехи пĕр-пĕрин опычĕпе тата идейисемпе паллашаççĕ (вырăнти ача-пăча центрĕнче уйăхра пĕр тĕл пулу иртет). «Ыйту-хурав» меслечěпе экспертсем тĕл пулусем, дискуссисем тата мастер классем йěркелеççĕ, анлă литературăпа тата видео библиотекипе усă курма пултараççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, тĕслĕхрен, кану кунĕсенче пикник тата вырăнти паллă вырăнсене курса çӳреме тухса каяççě.
(Колин Бейкерăн «Икĕ чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)