Икĕ чĕлхе пĕлекен манăн ача иккĕшне те çурмалла кăна пěлейĕ-ши?

  • Posted on: 8 February 2016
  • By: admin

Паллах, çурмалла кăна мар. Ачан ǎс-хакǎл пултарулăхĕ вĕçĕ-хĕррисěр. Тĕслěхшěн эпир ачан чĕлхе пĕлĕвне çăмхапа танлаштарăпăр. Акǎ мěнле пулса тухать: пĕр чĕлхе пĕлекенĕн тулли пĕр çăмха. Икĕ чĕлхе пĕлекенсен вара – икĕ çăмха, анчах вĕсене çурри таран çеç çăмхаланă-шим? Паллах, çурри таран çеç çăмхаламан. Ĕç пачах та çакăнтан кăна килмест.

Ача ăс-тăнĕ икĕ-виçĕ чĕлхерен те ытларах вĕренме май парать. Çĕр çинче пурăнакансенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ икĕ чĕлхепе калаçакансен йышне кĕрет. Çак пулăм çынсем икĕ е ытларах та чĕлхепе калаçма пултарнине палăртать.

Паллах, икĕ чĕлхе пĕлекен ачан пуплев пуянлǎхě пĕр чĕлхе çеç пěлекен ачанни пекех пулма пултараймасть. Ялан тенě пекех – икĕ чĕлхе пĕлекенĕн сăмах йышĕ пĕр чĕлхе пĕлекенĕн сăмах йышěнчен сайра хутра çеç иртме пултарать. Икĕ чěлхе пĕлекенĕн сăмах йышĕ хăйĕн шухăшне икĕ чĕлхепе те тĕплĕн ăнлантарса пама çителěклě. Çапах та – икě чěлхе пěлекенсенчен чылайǎшě пěр-пěр темǎпа тулли калаçаять.

Икĕ чĕлхепе калаçакан ачасем хǎш-пěр чухне хǎйсен пуплев шайě пěр чěлхепе калаçаканнисенчен япǎхрах тесе шухăшлама пуçлаççě. Анчах та çак туйǎм вăхăтлăха çеç.

Çак ачасемпе пĕрмаях икě чěлхепе калаçсан вěсем часах пĕр чĕлхе çеç пĕлекен тантăшĕсен шайне çитеççĕ. Хǎш-пěр чухне икĕ чĕлхе пĕлекен ачасен пуплев аталанǎвĕн тапхăрĕ вǎраха тǎсǎлма пултарать, анчах та пĕр чĕлхе пĕлекенсен те, икě чěлхе пěлекенсен те чěлхене хǎнǎхса çитесси пěр евěрлех пулса иртет.

(Колин Бейкерăн «Икě чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)