Манăн ачан вĕренӳре йывăрлăхсем сиксе тухнă пулмалла. Çак сăлтав икĕ чĕлхелĕхпе çыхăнман-ши?

  • Posted on: 8 February 2016
  • By: admin

Енчен те ача аран-аран вулама вĕренет пулсан е ăна математикăпа начар вĕренекенсен ушкăнне куçарнă пулсассăн, çынсем çакăншăн тӳрех икĕ чĕлхелĕхе айăплама тытăнаççĕ. Çак йывăрлăхăн сăлтавĕ сайра хутра çеç икĕ чĕлхелĕх пулма пултарать. Тепĕр чухне икĕ чĕлхе пĕлекен ачасен те вĕренӳре йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Анчах та çак йывăрлăх икĕ чĕлхелĕхе айăпланипе çыхăннă чăрмавран пачах уйрăлса тăрать.

Икĕ чĕлхе пĕлекен ачасен вĕренӳри йывăрлăхĕсем икĕ чĕлхелĕхпе çыхăннă пĕртен пĕр тĕслĕх çеç пур. Ача вĕренме кайнă чухне кирек хăш чĕлхене те çителĕклĕ таран пĕлмест пулсан – вăл вĕренӳ программине тӳрех алла илеймест. Тĕрĕссипе, сайра тĕл пулакан çак тĕслĕхре чăрмавĕ икĕ чĕлхепе калаçнипе мар, килте, ача сачĕсенче чĕлхене кирлĕ пек аталантарманнипе е пĕтĕмĕшле чĕлхе практики çителĕксĕр пулнипе çыхăннă. Кунта икĕ чĕлхепе çителĕксĕр усă курни пирки мар, кирек мĕнле чĕлхепе те тивĕçлĕ шайра калаçма хăнăхайманни çинчен сăмах пырать.

Енчен те ача шкулта ыттисенчен вĕренӳре юлса пырать пулсассăн, юлташĕсем, вĕрентекенĕсем тата логопедсем çак ачан пайăр (конкретлă) пĕр чĕлхепе çеç ĕçлемелле тесе шутлаççĕ. Анчах та, Канада ăсчахĕсем тĕпчесе çирĕплетнĕ тăрăх, вĕренӳре юлса пыракан ачасем те икĕ чĕлхепе пĕчĕклех тĕлĕнмелле хăвăрт калаçма вĕренсе çитееççĕ. Математика пĕлĕвĕ  пекех, чĕлхе пĕлĕвĕ те вăраххăн аталанса пыма пултарать, çавăнпа та çакă икĕ чĕлхе пĕлĕвĕ майĕпен аталанса пырать. Икĕ чĕлхепе калаçакан ачасен вăтам ӳсĕмĕпе танлаштарсан, икĕ чĕлхери грамматика пĕлĕвĕ те, пуплеври сăмах йышĕ те пĕчĕк шайра пулма пултараççĕ. Çапах та икĕ чĕлхене пĕчĕклех пĕр харăс вĕренме пуçланă ачасем чылай чухне, ялан тенĕ пекех, икĕ чĕлхипе те пĕр чĕлхепе калаçакан ачасем пекех лайăх калаçаççĕ (тĕслĕхрен, ачасен тата çитĕннисен Даун синдромĕ).

(Колин Бейкерăн «Икĕ чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)