Ачана тӳрех икě чěлхепе калаçма вěрентмелле-и е черетпе-и – малтан пěр чěлхепе, кайран вара тепěр чěлхепе?

  • Posted on: 8 February 2016
  • By: admin

Хǎвǎрǎн кǎмǎлǎр. Аслисем те, кěçěннисем те иккěмěш чěлхене çǎмǎллǎнах вěренме пултараççě. Чěлхе курсěсем, вǎл е ку чěлхепе çеç хутшǎнни, хǎш чухне çемьере пурте тепěр чěлхепе калаçма пуçлани, пěчěккисемпе танлаштарсан, аслисемпе ачасене чěлхене хǎвǎрт тата курǎмлǎ вěренме май параççě. Иврит е уэльс чěлхине аслǎрах (60, 70 е 80 çулсенчи) çынсем вěренсе калаçма пуçланǎ тěслěх те чылай. Кирек миçе çулта пулсан та икě чěлхепе калаçмашкǎн хǎнǎхма пулать.

Çав хушǎрах, май пур тǎх, шǎпǎрлана чěлхесене иртерех вěрентме тǎрǎшмалла. Ачасем шыв кǎмпи пекех – пур çěнěлěхе те ǎша чǎвǎрт хываççě, вěсене чěлхене вěренме те çǎмǎлтарах, пуплевпе грамматикǎна та вěсем çǎмǎллǎнах алла илеççě. Мěн пěчěкренех икě чěлхене вěренни ачашǎн чылай енчен усǎллǎ: ача ытларах пěлӳ патне туртǎнать, нумай тěрлě çынпа хутшǎнса калаçма, икě е темиçе культура çинчен пěлме пултарать.

Тěслěхрен, чěлхене вěренессине шывра ишессипе танлаштарар. Çамрǎксемпе аслисем ятарлǎ занятисене çӳресе ишме вěренме пултараççě. Вěсене унта тěрлě мелпе ишмешкěн вěрентеççě (брасс, кроль, баттерфляй мелěпе, кǎкǎр тата çурǎм çинче). Ишме вěренес тесен куллен тǎрǎшмалла, профессионалсен техникине сǎнамалла, ишнě чухне те хусканусене тěрěс тǎвасси çинчен шухǎшламалла. Анчах та пěчěк ачасене ишме вěренмешкěн чылай çамǎлтарах. Паллах, вěсен техники лайǎхах та мар пулě, çапах та киленсе ишекен ача кулǎпа çиçнине курма çав тери кǎмǎллǎ. Чěлхепе те çавах. Чěлхе техникине вěренсе пырса (харпǎр каланине итлени, калаçу, вулав, çыру ěçěсем) кěçěннисем те, аслисем те чěлхе бассейнěнче ǎста ишекенсем пулма пултараççě. Енчен те ачана çак бассейнра «ишме» вěрентме май пур пулсан, ку ěçе иртерех пуçǎнсан лайǎхрах.

Анчах лару-тǎру тěрлěрен пулма пултарать. Малтанласа пěр чěлхене, кайран иккěмěшне вěренсен усси ытларах пулни курǎнать. Калǎпǎр, сирěн çемье ытти чěлхесен хушшинче уйрǎм пěр чěлхе пěлтерěшлěрех вырǎн йышǎнакан регионта пурǎнать пулсан, ку лару-тǎрура чи малтан çемьере ǎруранǎрǎва куçса пыракан чěлхене лайǎхрах вěрентсе çитерсен авантарах пулě. Ача шкула кайма тытǎнсан, унǎн чěлхе практики анлǎланать, вǎл кил тулашěнче – шкулта, тус-тантǎшпе урамра, лавккара, ташǎ каçěсенче тата тěрлě мероприятире обществǎра ытларах усǎ куракан чěлхене çǎмǎллǎнах вěренсе çитě.

Чǎрмавě кунта акǎ мěнре: ача пурте тенě пекех калаçакан чěлхепе ытларах та ытларах усǎ курма пуçлать. Çынсен ушкǎнěнче ытларахǎшě усǎ куракан чěлхене ачасем чи кирлě чěлхе тесе йышǎнаççě. Çавǎнпа та çемьере ламранлама куçса пыракан чěлхепе культурǎна ачара çирěплетсе хǎварни пысǎк пěлтерěшлě.

Çемье пурǎнакан çěр-шывра хуçаланакан чěлхене вěренме, çемье еткерěн чěлхипе танлаштарсан, самай çǎмǎлтǎрах. Ача шкулта, тус-тантǎшěпе нумай вǎхǎт ирттерет, çакна пула вǎл майěпен наци чěлхин вырǎнě çемье еткерěн чěлхинчен çӳллěрех шайра пулнине ǎнкарса илме тытǎнать.

(Колин Бейкерăн «Икě чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)