Манăн ача чĕлхесене пăтраштарать? Ку йĕркеллĕ-и?
Тĕнчере икĕ чĕлхе пĕлекен тата вĕсемпе калаçакан ачасен хушшинче чĕлхесене пăтраштарманни çук та пулĕ. Икĕ чĕлхе пĕлекен аслă çулхи ачасем те час-часах пĕр предложенире икĕ чĕлхери сăмахсене арпаштараççĕ: анчах та çакă вĕсем ытти икĕ чĕлхеллисемпе калаçнă чухне пулса иртет. Çитĕннĕ çулхи икĕ чĕлхеллисем икĕ чĕлхене пăтраштарнине е пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçса кайнине ача – ку вăл чĕлхе ресурсĕсемпе туллин усă курнипе çыхăннă тесе шухăшлаççĕ. Анчах та темшĕн ачасем чĕлхесене пăтраштарни чĕлхесем пĕр пек шайра пулманнипе тата вĕсем чĕлхене çителĕксĕр пĕлнипе çыхăннă теççĕ: чăннипе вара ку пĕчĕк ачасен калаçăвне тĕрĕс мар хаклани.
Тĕрĕссипе вара – предложенире чĕлхесене арпаштарса ача калаçăва тухăçлă тума тăрăшать. Ача хăйĕн шухăшне палăртас тесе пĕтĕмпе ăнланмалла майсемпе (хăйĕн икĕ чĕлхипе) усă курать. Ку – шухăшлав пултарулăхĕ тата чĕлхене хăнăхса çитнин кăтартăвĕ. Сăмахран, ача япăхрах пĕлекен чĕлхене пулăшас тесе хăйĕн çирĕп (тĕп) чĕлхипе усă курать. Енчен те ача хăйĕн шухăшне палăртас тесе пĕр чĕлхере кирлĕ сăмах тупаймасть пулсан вăл унпа калаçаканçин икĕ чĕлхепе те калаçнине тата ăнланнине кура тепĕр чĕлхери сăмахпа усă курать. Ĕç-пуçĕ пачах кун пек ачасен шухăшлавĕн икĕ системи пăтрашăннинче тата вĕсем чĕлхесен чиккисене палăртайманнипе: сăмахсемпе кирлĕ пек усă курайманнинче мар. Ĕç кунта – вĕсем хăйсен шухăшне мĕнле те пулин уçăмлăрах меслетпе палăртма хăтланнинче. Е вĕсем хăйсен икĕ чĕлхеллĕ ашшĕ-амăшĕ евĕр пуласшăн: мĕншĕн тесен аслисене ытти икĕ чĕлхеллисемпе калаçнă чухне чĕлхесене пăтраштарни килĕшет.
Сăмахсемпе предложенире усă курасси чĕлхен грамматика тытăмĕнчен килет. Лайăхрах пĕлекен чĕлхен грамматики сахалтарах пĕлекен чĕлхери сăмахсемпе усă курмалли правилăсене палăртать. Пĕчĕккисен пуплевĕнче те вăйсăртарах чĕлхерен йышăннă сăмахсем вăйлăрах чĕлхен грамматикин правилисене пăхăннине асăрхама пулать. Аталанакан грамматика йĕрки çине тимлĕрех пăхсан – ачан хăш чĕлхи вăйлăрах пулнине ашшĕ-амăшĕ çăмăллăнах ăнланать.
Анчах та ача умĕнче чĕлхесене арпаштарни япăх теме юрамасть тата унăн пуçĕнче «чĕлхе пăтти» пулнăшăн ăна ятлама кирлĕ мар: ун пек эсир пĕр предложенире чĕлхесене пăтраштарни киревсĕр япала тесе ăнланма хистетĕр. «Йышăнни» тесен аванрах пулĕ, çапла палăртса каласан икĕ чĕлхепе те усă курни пепке шухăшлама тата тишкерме пултарнине палăртĕ.
(Колин Бейкерăн «Ик чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)