Камшăн чĕлхене вĕренме çăмăлтарах? Икĕ чĕлхе пĕлекенсене-и е пĕр чĕлхепе калаçакансене-и?
Ытларах чухне икĕ чĕлхе пĕлни чĕлхесене вĕренме лайăхрах пулăшать. Пĕр чĕлхе çеç пĕлекенсемпе танлаштарсан, икĕ чĕлхепе калаçакансем ытти чĕлхене те çамăллăнах вĕренеççĕ.
Апла пулин те – икĕ чĕлхе пĕлекенсене чĕлхесене çăмăлтарах вĕренме май паракан сăлтавсем хальлĕхе паллă мар-ха. Икĕ чĕлхепе калаçакансен шухăшлавĕ вăйлăрах тесе шухăшлаççĕ, тĕслĕхрен, усă куракан смахсен шучĕ пысăкрах (япала е пулăм паллине ăнлантарма сахалтан та икĕ сăмах), хăвăрт шухăшлав, вăйлăрах аталаннă металингвистикăлла* ăнлану, хăвăрт тавçăрса илме тата ас туса юлма пултарни.
Çавăн пекех – чĕлхене вĕренесси вĕренекен хăйĕн вăйне тата пултарулăхне çирĕп шаннинчен килет тесе шухăшлаççĕ. Икĕ чĕлхепе калаçакансем хăйсене, ыттисемпе танлаштарсан, шанчăклăрах туяççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем халех икĕ чĕлхе пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах пĕр чĕлхепе кăна калаçакансем тепĕр чĕлхене вĕренме пултарасси пирки иккĕленсе тăраççĕ.
Австралире виçĕ чĕлхе пĕлекенсем тĕлĕшпе ирттернĕ тĕпчев икĕ чĕлхе пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме чăрмантарманнине кăтартса парать, виçĕ чĕлхе пĕлекенсем тăрăшса вĕренкенсем тата лайăх ĕлкĕрсе пыракан студентсем пулнине çирĕплетет. Икĕ чĕлхе пĕлни малашне ытти чĕлхене вĕренме пулăшакан хăйне евĕрлĕ шкул пулса тăрать.
Çак енĕпе ĕçлекен эксперт, Хасоне Сенос профессор, пĕлтернĕ тăрăх – виçĕ чĕлхепе калаçакансем чĕлхесене ытти ачасем пекех пăтраштараççĕ. Пĕр чĕлхепе калаçнă вăхăтрах вĕсем урăх чĕлхери сăмахсемпе те усă кураççĕ, анчах та çакă вĕсем хăйсен калаçакан чĕлхене пăтраштарнине пĕлтермест.
(Колин Бейкерăн «Икĕ чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)
*Металингвистикăлла: хăвăн тата ют чĕлхене сăнанă чух пĕр чĕлхепе усă курни, чĕлхесем тата вĕсен тытăмĕ çинчен шухăшлама пултарни.