Манăн ача икĕ чĕлхепе калаçни унǎн социаллă аталанăвне сиен кӳмě-ши, е унǎн тантăшěсемпе хутшǎннǎ чухне йывăрлăхсем пулмěç-ши?
Пěтěмěшле илсен, икě чĕлхелĕх социаллă хутшǎнусенче ырǎ енчен çеç палǎрса тǎрать. Ачасем урǎх чĕлхепе калаçакан ушкǎнри ачасемпе туслашса кайса, хутшǎнма пултараççĕ. Икě чĕлхе пĕлекен ачасен ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем икě чěлхерен пěринпе усǎ курса тепĕр чĕлхе пĕлекен ачасемпе туслашас тесе хутшăннăшăн савǎнаççĕ.
Тăван çĕр-шывара тăван хурăнташ патне кайсан, эсир яланхи пекех мар, ытларах тăван чĕлхепе калаçатǎр пулас. Сирěн ачǎрсем çавǎн чухне хǎйсене ют çын пек туйманни питě пěлтерěшлě, вĕсем çемье калаçǎвěсене тимлесе тата хутшăнса пыччǎр, асламǎшě-аслашшě, кукашшě-кукамǎшě тата ачасен хушшинче ансат калаçу йěркелентěр, вěсене пěр-пěринпе калаçма çăмăлтарах пултăр, ачасем вырǎнти чĕлхене пĕлменнишĕн хăйсене ют çын пек туймасǎр тантăшĕсемпе выляма пултарччǎр.
Тепěр чухне вырăнти чěлхепе калаçакан ачан ытларахǎшě усǎ куракан чĕлхепе калаçма тивет пулсан вара йывăрлăх сиксе тухать. Енчен те ача тепĕр чĕлхене тин çеç вĕренме пуçланă пулсан, ыттисем унăн пуплев шайне курса тĕлĕнме е кулма пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕчен питĕ нумайăшĕ çавăн пек пуласран хăрать.
Пĕр чĕлхене лайǎхах пěлменни ачана çамрǎклах юлташсем тупмашкǎн чǎрмантарма пулатараймасть. Кĕлетке хусканăвĕн чĕлхипе е сǎн-пит, ал-ура вылявěпе усă курсан ачасем сайра хутра çеç йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ.
Яш çула çитсен çамрăксем пĕр-пĕрин хушшинче тупăшма е ăмăртма тытǎнаççĕ, тепěр чухне, хǎнǎхнǎ йǎлапа, е тата яшсемпе хěрсен хушшинче пěр-пěр йěрке çирěпленсе çитнě пулсан, вěсен чěлхипе мар, урǎх чěлхепе калаçнǎ чухне йывǎрлǎхсем сиксе тухма пултараççě.
Чĕлхе юлташсемпе туслашма чǎрмантарать пулсан ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсен вěсене питě асǎрхануллǎ хӳтěлěсе туслашма пулǎшса пымалла, çав вǎхǎтрах ачана хавхалантарма та пĕлмелле. Ашшě-амǎшěн ачана ытлашши хӳтěлемелле мар, çакǎншǎн ытлашшши кулянма кирлех маррине те ǎнлантармалла.
Обществǎра ытларахǎшě усǎ куракан чěлхепе калаçакан ачасем ыттисем усǎ курман чěлхепе калаçакан ачасен йывǎрлǎхěсене ǎнланма пултарччǎр. Çакǎншǎн воспитательсемпе вĕрентекенсем уйрǎмах пысǎк яваплǎ. Çак чǎрмавсене çěнтерессипе çыхǎннǎ яваплǎх та, культура уйрăмлăхĕсемпе çыхǎннǎ йывǎрлǎхсене татса парасси те вĕренӱ программин пĕр пайĕ пулса тăрать. Чěлхене тěрлě роль выляса вěрентесси, хǎнǎхнǎ йǎла-йěркерен хǎтǎласси, тěнчере тěрлě чěлхе пурри тата вěсем пурте кашни халǎхшǎн паха пулнине ǎнлантарса вěрентесси – çакǎ пěтěмпех вĕренӳ программине кěме тивěçлě.
Ачана тантǎшěсемпе туслашма пулăшса пырса ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене итлеме пĕлмелле, йывăрлăхсем пирки пěрле канашласа вěсене çěнтерме пулǎшмалла. Çав вǎхǎтрах пысăк йывăрлăхсем сиксе тухсан ашшĕ-амăшĕн вĕрентекенсемпе тачă çыхăну тытмалла, çакǎн йышши чǎрмавсемпе тěл пулнǎ ытти ачасен ашшĕ-амăшĕн пулǎшǎвěпе те усǎ курмалла.
(Колин Бейкерăн «Икě чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)