Икĕ чĕлхелĕх пуç мимине витĕм кӳрет-ши?

  • Posted on: 8 February 2016
  • By: admin

Çак ыйтупа нумай тĕпчев ирттернĕ. Тин çеç ирттернĕ тĕпчевсен кǎтартǎвĕсем тăрăх, икĕ чĕлхепе калаçакансен чĕлхе тытăмĕсем иккĕшĕ те яланах активлă. Енчен те икĕ чĕлхепе усă куракан çын вăрах вăхăт хушши пĕр чĕлхипе çеç калаçать пулин те иккĕмĕш чĕлхи яланах активлă пулăмра тата пуплеве хутшăнма хатĕр тăрать.

Çынсене пуринчен те ытларах çакă кăсăклантарать: икĕ чĕлхепе калаçакан çыннăн пуç мими пĕр чĕлхепе çеç калаçаканăнни пекех-и е урăхларах ĕçлет-и? Тата çавăн пекех чĕлхене вĕренес енĕпе икĕ чĕлхепе калаçакансемпе пĕр чĕлхе пĕлекенсен хушшинче уйрăмлăх пур-ши?

Хальхи вăхăтра ку енĕпе ирттерекен тĕпчевсем ытлашши сарăлсах кайман-ха, анчах нумаях пулмасть ирттернĕ сăнав кăсăк пулăма уçса панă. Пĕр арçынна гипнозпа çывăрттарса янă та ачалăха тавăрнă. Гипноз вăхăтĕнче вăл яппунла калаçма тытăннă. Ыйхăран вăранса тăна кĕрсессĕн вăл яппунла пачах та калаçма пĕлменни çинчен каланă. Ку эксперимент çакна çирĕплетсе парать: ача чухне вĕреннĕ чĕлхе унпа чылай вăхăт усă курмасăр пурăнсан та манăçмасть, пассивлă хала çеç куçать, пуç миминче вăрах вăхăтлăха çирĕпленсе юлать. Апла пулин те ку енĕпе ирттернĕ ытти тĕпчев çак теорие нимĕнпе те çирĕплетсе паман.

Çавăн пекех тĕпчевсем сылтăм алăпа ĕçлекенсенчен ытларахăшĕн чĕлхе йĕрки пуç мимин сулахай çур чăмăрĕпе çыхăннине кăтартса панă. Анчах та, хăш-пĕр тĕпчевçĕ шухăшланă тăрăх, икĕ чĕлхепе калаçакансем иккĕмĕш чĕлхепе илтекен информацие ăнланмашкăн пуç мимин тепĕр çур чăмăрĕпе усă кураççĕ. Урăхла каласан – пуç мимин сылтăм çур чăмăрĕ сылтăм алăпа ĕçлекенсен пĕрремĕш чĕлхипе мар, иккĕмĕшĕнпе çыхăннă. Анчах сылтăм алăпа ĕçлекен çын, хăйĕн чĕлхе пĕлĕвне çирĕплетсе пынă май, сылтăм енчи пуç мими илекен пĕтĕм информацие сахалрах йышăнма пуçлать, ку ĕçе сулахай пуç мими пурнăçлама тытăнать. Апла пулсан, пуç чăмăрĕн сылтăм пайĕ куç кĕрет калаçу вăхăтĕнчи эмоциллĕ пуплевшĕн яваплă. Çакăнпа килĕшӳллĕн пуç чăмăрĕн сулахай пайĕ – ыттисемшĕн пуриншĕн те.

Апла пулин те – нумаях пулмасть ирттернĕ тĕпчевсем ытларах çакна кăтартса параççĕ: икĕ чĕлхепе калаçаканнисем те, пĕр чĕлхепе çеç калаçаканнисем те пуç мимин çур чăмăрĕсемпе усă курас енĕпе пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Кусем те, лешсем те калаçнă чухнехи информацие йышăнма сулахай пуç чăмăрĕпе сылтăмринчен ытларах усă кураççĕ. Çапла вара – икĕ чĕлхепе калаçакансемпе пĕр чĕлхепе çеç усă куракансен хушшинчи уйрăмлăх – правило мар, асăннă чăнлăха шута илмесĕр тăниçеç.

Икĕ чĕлхелĕх пуç мимине сиен кӳнине çирĕплетсе паракан сăлтавсем хальлĕхе çук-ха. Икĕ чĕлхепе калаçакансен те, пĕр чĕлхепе калаçакансен те пуç мими пĕр пекех ĕçлет.

(Колин Бейкерăн «Икĕ чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)