Ачан пуплев аталанăвěшěн ашшě-амǎшěнчен хǎшě яваплǎрах: ашшĕ-и е амăшĕ-и?
Ку – вěсенчен хǎшне те пулин сивлеме хистекен ыйту. Шел те, обществăра шǎпах хěрарǎмǎн килте лармалла тата ачасене икĕ чĕлхепе калаçма вĕрентсе ӳстермелле тесе шухăшлаççĕ. Çапла çирěплетнипе килěшме çук тата вǎл ачана чěлхе тěлěшěнчен аталантарас енěпе пур енлě тǎрǎшакан ашшěсен, çавǎн пекех ачисене хǎйсем тěллěн çитěнтерекен е тата ача амǎшěсěр тǎрса юлнǎ ашшěсен ěçне хакламанни пулěччě. Хĕрарăмсемшĕн вара çакǎ – дискриминаци. Ашшĕсем, амăшĕсем пекех, икĕ чĕлхепе калаçакан ачасене ǎнǎçлǎ пăхса ӳстереççĕ.
Нимĕн тĕлĕнмелли те çук: ашшĕ ĕçлекен тата амăшĕ ачисене пăхса ӳстерекен çемьере, пěчěк ача чěлхи мěнлерех аталанасси амăшĕ ачипе ирттерекен вăхăтран нумай килет. Амăшĕсенчен чылайǎшě, хǎйсен тǎван чěлхи обществǎра ытларахǎшě усǎ куракан чěлхерен уйрǎлса тǎрать пулсан, хǎйсен ачисемпе тǎван чěлхипе калаçма тǎрǎшаççě. Тăван мар чĕлхе, вǎл ача ашшěн тǎван чěлхи пулсан та, вырǎнти халǎх чěлхи е патшалǎх йышǎннǎ официаллǎ чěлхе пулсан та суя, ют е тата юрǎхсǎр чěлхе пек туйǎнма пултарать.
Амăшĕсенчен хăшĕ-пĕри хăйсен ачисене çемьере ǎруран ǎрǎва куçса пыракан чěлхене (хǎйсен тǎван чěлхине) вĕрентесшĕн мар. Вĕсемшĕн ачисене ашшĕ калаçакан чěлхене е шкулта усă куракан чĕлхене вěрентни усǎллǎрах та, ǎнǎçлǎрах та пулассǎн туйǎнать. Çапла та пулкалать: пěр вырǎнтан тепěр вырǎна куçса килекенсем çĕнĕ вырăнта пурǎнма пур енлěн хǎнǎхса çитме тǎрǎшаççě, çак тěллевпе хǎйсем килте калаçакан чěлхене те улǎштараççě.
Тěпчевсем кǎтартса панǎ тǎрǎх – амăшĕ ачисемпе ытларах килти кулленхи ěçсене пурнǎçланǎ чухне, тěслěхрен, апатланнǎ, çǎвǎннǎ, тумтире улǎштарса тǎхǎннǎ тата вěрентсе ӳстернě чухне хутшǎнса калаçать. Иртнě вунă çул хушшинче ачан пуплев аталанăвĕнче ашшĕн пěлтерěшě те самаях ӳсрĕ. Амăшĕсенчен хăшĕ-пĕри килте юлать, арăмĕсем ĕçленĕ вăхăтра ачисене пăхать. Хăйсен ачисемпе выляса, вĕсем ачан пуплевне хăвăртрах аталантарма пултараççĕ. Ашшěсенчен ытларахǎшě хǎйсен ачисемпе ансат та ирěклě лару-тǎрура хутшǎннипе вěсем чěлхене аталантарас енěпе тǎвакан ěçсем курǎнсах та каймаççě пулě, анчах та ачисем ашшěпе хутшǎнни уйрǎмах пěлтерěшлě. Çавăнпа та ашшĕсем ачан пуплевне аталантарас енěпе хăйсем паллǎ вырǎн йышǎннине ǎнланса илме тивěçлě.
Хăш-пĕр çемьере (тěслěхрен, амǎшěпе ашшě тěрле чěлхепе калаçакан çемьесенче) ачи икĕ чĕлхепе те калаçма тǎрǎшнине ашшěпе амǎшě иккěшě те ырлаççě. Кун пек чухне хǎйсен ачин чěлхе пěлěвне пěр пек шайра ӳстерес енěпе ашшěпе амǎшě иккěшě те çав тери пысǎк вырǎн йышǎннине пĕлсе тăмалла. Ашшĕсене, çавǎн пекех амăшĕсене те, хǎйсен пěчěк ачисемпе (вǎл тин çеç çуралса хǎй чěлхипе пакǎлтатма пуçласанах) хăйсен тăван чĕлхипе калаçма хавхалантармалла тата çакна ырласа тăмалла.
Пепке çуралаччинех ашшĕ-амăшĕн чĕлхин кĕввипе сассине хăнăхать. Ача ӳссе пынă çемĕн – вǎл ашшĕпе иртернĕ вăхăт унăн пуплев аталанăвĕшĕн пысăк пěлтерěшлě пулса тǎрать. Ачан пуплев пуянлǎхне ӳстерес тата ǎна çав чěлхепе ирěклě калаçма май туса парас тесен – ашшĕпе амăшĕн унпала тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ лару-тăрура хăйсен тăван чĕлхипе калаçмалла.
Ашшěсем те хǎйсен ачисене чěлхесене кирлě пек хакламашкǎн вěрентме пултараççě. Ашшě икě чěлхепе калаçнине ырлани е хурлани ачана палǎрмаллах витěм кӳрет. Енчен те ашшě икě чěлхепе калаçнине хаклама пěлмест е арǎмě хǎйěн тǎван чěлхипе калаçнипе кǎмǎлсǎр пулсан – ача çакна тӳрех туйса илет, çакǎ ǎна икě чěлхепе калаçассинчен сивěтет. Е пачах урǎхла – ачисем амǎшěпе унǎн тǎван чěлхипе калаçнине ашшě ырлать тата вěсене хǎйсен ашшě-амǎшěн чěлхисемпе иккěшěнпе те калаçма тǎрǎшнǎшǎн пур енлě хавхалантарать пулсан – ачасем хǎйсене иккěленӳсěр, шанчǎклǎ тыткалама пуçлаççě тата вěсен икě чěлхепе те калаçма вěренес килсе тǎрать.
Ашшĕпе амăшĕ ача умĕнче калаçакан чěлхе – унǎн пуплев аталанăвĕшĕн чи кирлě услови. Ытларах чухне ашшĕпе амăшĕ пěр шухǎшламасǎрах хǎйсем хушшинче усǎ куракан чěлхепе калаçаççě. Апла пулин те, ачана лайǎх тǎвас тесен, икě чěлхипе те пěр пек шайра усǎ курмалла. Тĕслĕхрен, калаçура ача 90% амăшĕн тата 10% ашшĕн чĕлхине илтет пулсан, ун умěнче ача сайра хутра çеç илтекен чěлхепе калаçма кирли çинчен те шухǎшласа пǎхмалла.
Ачасем çамрǎкрах чухне хǎйсен çемйи пурǎнакан обществǎра усǎ курман чěлхепе калаçакан ашшěн (е амǎшěн) пěлтерěшне тивěслипе хаклама пěлмеççě. Çитěннисен çулне çитмен ачасем ашшě-амǎшěнчен хǎшě те пулин акцентпа калаçнинчен час-часах вăтанаççĕ. Анчах та ашшě е амǎшě çавǎн пек чухне хǎйěн ачипе тǎван чěлхипе калаçса пурǎнсан ǎна ытларах хисепленě пулěччěç.
Апла пулсан – ачан пуплевне аталантарас ěçре ашшĕпе амǎшě иккěшě те пěлтерěшлě вырǎн йышǎнаççě. Чи кирли – ашшĕ ачана пăхса ӳстерме хастар хутшăнни. Ашшĕпе амăшĕн те хǎйсен ачи илтекен тата вěсенчен кашнинпех калаçакан чěлхе пысǎк пěлтерěшлине ǎнланмалла. Килти пуплев хутшǎнǎвне кил-йыша виçеллě тǎрантса усранǎ чухнехи пекех тěрěслесе тǎмалла, нумай çемьере çакǎ час-часах сӳтсе явакан ыйту пулса тǎрать. «Чĕлхе» апачĕ те çавǎн пекех пысǎк пěлтерěшлě, çавǎнпа та вǎл чěлхе кухнинче «шеф-повар» пулса тǎракан ашшě-амǎшěпе сӳтсе явмалли ирěклě тема пулмалла.
(Колин Бейкерăн «Икě чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)