Манăн ачан шухăшлавне икĕ чĕлхелĕх витĕм кӳрет-ши?

  • Posted on: 8 February 2016
  • By: admin

Çапла, витĕм кӳрет, çакǎ, паллах, лайăх. Пĕр шухăшлав системинче икĕ чĕлхе пурри пуçа ялан ěçлеттерет тата ачан шухăшлаттаракан органне хăвăрт чухласа илме пулăшать. Çак пулăма темиçе сăлтавпа ǎнлантарма пулать.

Пĕрремĕшĕнчен, икĕ чĕлхеллисем сăмахăн сасă тата сас палли формисене тимлесех кайманни палǎрать. Ытларах вĕсем чĕлхен ирěклě тытăмне ăнланасшăн. Тĕслĕхрен, «уйăх» сăмахăн пĕлтерĕшĕ тата форми пачах икĕ тĕрлĕ. Темиçе чěлхепе калаçакансене икĕ чĕлхе (е ытларах чěлхе) пěлни пĕтĕмĕшле чĕлхе системин тытǎмěнчен (тĕслĕхрен, сăмах форминчен) хǎтǎлма тата эпир чĕлхе хатĕрĕсемпе палǎртакан шухăшлав, ăнлав, идея пĕлтерĕшсем пирки шухǎшлама май парать.

Иккĕмĕшĕнчен, икĕ чĕлхеллисем тĕрлĕ япалана тĕрлĕрен курса хаклаççě. Тĕрлĕ чĕлхе  пĕр ăнлава е пулăма тěрлěрен палǎртать. Тĕрлĕ чěлхен сăмах пуянлǎхě икĕ чĕлхеллисене проблемăна тарăнрах тата анлăрах тишкерме тата курса ǎнланма пулǎшать. Тĕслĕхрен, «халăх ташши» сăмах майлашăвне илер-ха. Çак сăмах майлашăвĕпе кашни халăхăн хăйне майлǎ ǎнлав çыхǎннǎ. Икĕ чěлхе пĕлни икĕ чĕлхеллисене ǎс-тǎнри шухǎшсене, сǎнарсене анлǎлатма май парать, вĕсен тавра курăмĕ анлăланать тата ăнлавĕ уçăмланать.

Виççĕмĕшĕнчен, икĕ чěлхе пĕлекенсем хăйсемпе калаçакан çынпа тимлĕрех пулнипе палăраççĕ. Пěр-пěр çěрте уйрǎм çынпа тата кирлĕ лару-тǎрура тивěçлě чěлхепе усă курас тесен икĕ чĕлхеллисен пĕр чĕлхене тепĕр чĕлхерен уйăрма тата хăйсем мĕн каланине асăрхама тивет, çавăнпа та вĕсем, пĕр чĕлхепе калаçакансемпе танлаштарсан, хăйĕнпе калаçакан çынпа тимлěрех. Енчен те икĕ чĕлхеллĕ çын чĕлхене аван тата алăри пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек пĕлсен вǎл хăйĕн шухăшне çǎмǎллǎнах палăртаять.

Тăваттăмĕшĕнчен, икĕ чĕлхелĕх ǎс-тǎна çивěчлетет, ǎсталǎх пултарулăхне аталантарать. Икĕ чĕлхе вĕреннĕ май икě чěлхе пěлекен ача тĕнчене хǎйěн çивěч ǎс-тǎн шайне кура пуçаруллăрах пăхса хаклать. Икĕ чĕлхеллисем пĕр япалана е чăнлăха палǎртма сахалтан та икшер сăмах тупма пултараççĕ пулсан, вĕсем çивěч ăспа, анлǎ тавра курǎмлǎхпа (мěн те пулин тǎвас тесен тем тěрлě меслет шухǎшласа кǎларма пултарнипе) палăраççĕ. Çавăн пекех икĕ чĕлхеллисем пурте пěлекен ǎнлав шайěнче шухǎшламаççě, сăмахсемпе вěсен пĕлтерĕшě хушшинчи логика çыхăнǎвне çăмăллăн йĕркелесе калаçаççě. Анчах ача икĕ чĕлхене те тǎван чěлхе шайěнче пěлсен çеç çапла пулма пултарать.

Юлашкинчен, пиллĕкмĕшĕнчен, Канада, Франци, Испани тата Аслă Британи икĕ чĕлхеллĕ шкулĕсенче ирттернĕ тĕпчевсем икĕ чĕлхепе калаçакан ачасем вĕренӳре ăнăçлă ěлкěрсе пынине кǎтартаççě. Ача икĕ чĕлхерен пĕр чĕлхине лайăхрах пĕлет пулсан икĕ чĕлхелĕх шухăшлава чǎрмав кӳме пултарни хǎш-пěр тěслěхсенче çеç курǎнать. Енчен те ача вĕренӳре пĕр чĕлхепе те ěлкěрсе пыраймасть пулсан унǎн шухăшлав системи пăсăлнă. Ачан пĕр чĕлхи ытларах аталаннă чухне вǎл ку енěпе пĕр чĕлхеллисенчен нумаях уйрăлса тăмасть. Енчен ача икĕ чĕлхене те лайăх пĕлсен вара икĕ чĕлхелĕх пĕр чĕлхеллисенчен вăйлă уйрăлса тăрать. Ача икĕ чĕлхене те çителěклě таран пěлет пулсан икĕ чĕлхелĕх сиен кӳнинчен ытларах усă кӳрет.

(Колин Бейкерăн «Икě чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)