Ача кил тулашěнче икĕ чĕлхепе те калаçма тăрăшнине общество тата шкул ырлани мĕн таран пěлтерěшлě-ши?

  • Posted on: 8 February 2016
  • By: admin

Шкул тата общество ачасем хăйсен ашшě-амǎшěн (ют çěр-шыв çыннисен, иммигрантсен е урǎх вырǎнтан тарса килнисен) тăван чĕлхипе калаçма тǎрǎшнине ырласах кайманни те пулкалать. Çакăн пек чухне ашшĕ-амăшĕ хăйсен çемйине çынсенчен уйăрнǎ пек туяççĕ, ачипе хутшǎннǎ чухне те хǎйсем пурǎнакан çěр-шывǎн патшалăх чĕлхипе калаçма тытǎнаççě. Ют тăван чĕлхепе мар, патшалăх чĕлхипе калаçма хистесе общество ачана палǎрмаллах хěсěрлет.

Çапах та – ача икě чěлхепе калаçнине килте ырламалла, çавна май унпа хǎйсем пурǎнакан çěр-шывǎн патшалǎх чěлхипе мар, çемьере усǎ куракан чěлхепе те калаçмалла. Анчах çакăн пек чухне ашшĕ-амăшне питĕ йывăр килет. Енчен те ача ытларахǎшě усǎ куракан чĕлхене шкулта е урамра тус-юлташěсемпе вылянǎ чухне вěренет пулсан – унăн икĕ чĕлхене те лайǎх вĕренсе çитме май пур.

Йывǎрлǎхě кунта ача хăйĕн çемйи пурăнакан çĕр-шывăн патшалăх чĕлхине алла илме пултарнинче мар, вǎл ашшě-амǎшěпе малашне те хǎйсен тăван чĕлхипех калаçнинче. Анчах та ашшĕ-амăшĕ ку тěлěшпе çине тăрсан общество хĕсĕрленинчен хăрама кирлě мар.

(Колин Бейкерăн «Икĕ чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çуд кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)