Манăн ача чĕлхесене хутăштарать. Мĕн тумалла?

  • Posted on: 8 February 2016
  • By: admin

Ан пăшăрханăр. Сирĕн çемьере кăна мар ун йышши пăтăрмах. Мěн пěчěкрен икě чěлхепе калаçма хǎнǎхса ӳснě тапхǎрта ачасем икě чěлхене те пěр харǎс хутǎштарса калаçни икě чĕлхеллĕ çемьесенче пуринче те тěл пулать. Калаçнǎ чухне пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçни ачасемшěн те, аслисемшěн те – йěркеллě пулǎм.

Чĕлхесене пĕр-пĕринпе хутăштарса калаçнине çавǎн пекех «чĕлхерен чĕлхе çине куçни», «кодсем улшǎнни» е «урăх чĕлхе хутшǎнни» теççĕ. Халĕ çак термин икě чĕлхепе калаçакан çынсене кӳрентерме пултарать.

Нумайăшне пуплев тасалǎхěпе тĕрĕслěхě чакса пыни пǎшǎрхантарать, çавǎнпа та вěсем литература чĕлхипе калаçма тăрăшаççĕ. Çавнашкал çынсемшěн теприсем пěр предложенире икě чĕлхене хутăштарса калаçнине итлеме чǎн-чǎн асап. Енчен те çитěннě хǎш-пěр çыншǎн чěлхесене хутǎштарни юрǎхсǎр пулǎм тăк – ачасемшěн вара çакǎ – хăйсен шухăшне итлекене ǎнлантарса пама пулǎшакан тухǎçлǎ меслет.

Чĕлхесене хутăштарасси икĕ чĕлхеллĕ çемьесенчи ачасемшěн хǎнǎхнǎ пулǎм, вǎл шǎпах ача тин кăна калаçма вěренсе пынǎ чухне, чĕлхен аталанǎвěн пуçламǎш тапхǎрěнче пулса иртет. Анчах ашшĕ-амăшěнчен хăшне-пĕрне ачисем чĕлхесене хутăштарса калаçни килĕшмест, теприсем вара çакǎ юрǎхсǎр пулǎм тесе шухăшламаççě, мĕншĕн тесен икě чĕлхепе калаçакан çынсемпе хутшǎннǎ чухне хǎйсем те час-часах пěр чĕлхерен тепěр чĕлхе çине куçа-куçа каяççě.

Ашшě-амǎшě хǎйсен ачисене уйрǎм правилǎсене çирěп тытса пынипе чěлхесене пǎтраштармасǎр, пěр чěлхепе çеç таса калаçмашкǎн пулǎшма пултараççě.

Чи кирли – ачана тиркемелле мар, çавǎн пекех пуплеври йǎнǎшсем пирки пěрмаях асǎрхаттарса тǎмалла мар тата вǎл чěлхесене хутǎштарса калаçнǎшǎн хǎвǎр пǎшǎрханнине систермелле мар. Ун пек эсир ачан чĕлхе аталанăвне чарса çеç пыратăр. Сăмахсен грамматика формисем тĕрĕс мар пулнине те курмǎш пулма тǎрǎшмалла. Çакна ача юри тумасть вěт. Ăна ытларах чĕлхен урăх енĕ кăсăклантарать – ун урлǎ вǎл информаци илет: идея, фактсем, истори тата вăйăсем çинчен пěлет. Ачашǎн чĕлхе – ахаль тěллев мар, тěллев патне илсе çитерекен хатěр. Чěлхе – пěр-пěрне ǎнланма пулǎшакан хутшǎну хатěрě.

Чи малтанах ашшĕ-амăшĕн хăйсем мěнлерех чěлхепе калаçнине асǎрхама тǎрǎшмалла. Енчен те хǎвǎр пĕр предложение – вырăсла, теприне чăвашла калатăр пулсан, эсир хǎвǎр ачǎртан мěн кěтсе илесшěн? Кампа чĕлхене хутăштарса калаçма юранине, кампа пĕр чĕлхепе кăна калаçсан авантарах пулнине ачасем лайăх ăнланаççĕ.

Чěлхесене уйǎрса калаçмалли пěр меслет – «Ашшě-амǎшěнчен пěри – пěр чěлхепе, тепри тепěр чěлхепе таса калаçас» принцип. Ашшĕпе амăшĕн кашнин ачапа уйрǎм чĕлхепе калаçмала. Тěрлě çын чěлхене вǎл е ку принципа тěпе хурса пěр-пěринчен уйǎрма тытǎнсан, калǎпǎр, эрнере е пěр-пěр кун пěр чěлхепе çеç калаçмалли вǎхǎт туса хурсан – ача чěлхесен хушшинче уйрǎм чикě пуррине ǎнланса илет. Чěлхесем часах хутшǎнса кайма та пултараççě, анчах палǎртнǎ çав чикě ачана чěлхесене пěр-пěринчен уйǎрма вěрентсе çитерет.

Ашшě-амǎшне лǎплантарса тата çакна пěлтерес килет: ачасенчен кашниех хăй пурǎнакан обществǎра усǎ куракан чěлхепе калаçма хǎнǎхать тата çав чěлхе нормисене йышǎнать. Ачасем обществăра çирěпленнě калаçу йĕркине ас туса юлаççě тата йышǎнаççě. Çавǎнпа та, паллах, хǎйсемпе куллен хутшǎнакан çынсем чěлхесене пǎтраштармаççě пулсан – вěсем те çапла тума пǎрахаççě.

Çапах та сирěн ача чěлхесене хутǎштарса калаçать тĕк – сирěн çапла калаçма хистекен çак сǎлтавсене шута илмелле:

  1. чĕлхене хутăштаракан икĕ чĕлхеллĕ ытти çынсем. Ачасем аслисем пек пулма тǎрǎшаççě, ача чěлхесене хутǎштарса калаçакан çынсемпе ытларах вǎхǎт ирттерни те ачан чěлхине витěм кӳрет;
  2. икě чĕлхе хушшинче шайлашу. Ача кил тулашěнче вырǎнти чěлхепе калаçса ирттерекен вǎхǎт тата килти чěлхепе хутшǎнса çемьепе ирттерекен вǎхǎт шайне май килнě таран пěр пеклетме тǎрǎшмалла.
  3. ача кашни чĕлхепе калаçса тата ǎна итлесе ирттерекен вăхăт хисепě;
  4. çак вăхăтăн пахалǎхě;
  5. ашшĕ-амăшĕ тата общество чĕлхесене хутăштарнине мěнлерех хаклани.
  6. (Колин Бейкерăн «Икě чĕлхелĕх патне ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем валли çул кăтартмăш» кĕнеки тăрăх)